Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пилӗк ҫине ҫыхса тӑхӑнакан тумтир (ТумС)

Тумтир словарӗн пайӗ, Хыпар хаҫатӑн 243-244, 246, 247 номерӗсенче пичӗтленнӗ статьяран илнӗ. Авторӗ — Никифор Наумов, ӑсчах. Ӳкерчӗксене Е. Гатауллина-Наумова, Е. Наумова ӳкернӗ.

Пилӗк ҫине ҫыхса тӑхӑнакан тумтир

Енчӗк — хутаҫ. Пилӗк ҫине ҫыхyӑ хутаҫ. Укҫа енчӗкӗ. Кӑвапа /ҫуралнӑ ачасен кӑваписене тытса пуҫтарнӑ/ енчӗкӗ, вут чулӗ енчӗкӗ, вӑчӑм кӑмпи енчӗкӗ, тӗрӗленӗ ярапаллӑ енчӗк.

Йӗм — /тӗрӗкле "ом", "ум", перс чӗлхинче "джамс" — тумтир/ ура тӑлпу ҫине тӑхӑннӑ, пилӗке ҫыхнӑ е тӳмеленӗ тумтир. Аялти йӗм, ҫиелти йӗм, пир-пусма йӗм, тӑлла-сукна йӗм/
Хӗрарӑм йӗмми, арҫын йӗмми, ачапча йӗмми. Кутсӑр йӗм., тӗпсӗр йӗм. Йӗм пӗҫҫи, йӗм тӗппи, йӗм ҫӑрхи, йӗм ҫыххи, йӗм анӗ, йӗм йӑлли, йӗм йӑлмакӗ.

Пиҫиххи, пиҫҫи — /пӳ ҫыххи сӑмахран/. Тӗрӗкле "белбак" — чӗллӗ тутӑр, пӑяв, ятарлӑ ҫыхӑ. Вырӑсла "кушак", перс чӗлхинче "пилӗк тутрине" ӑнлантарать. Ана тӗве ҫӑмӗнчен тӗртсе тунӑ.
Тӗртсе тунӑ пиҫиххи, хӑю, кант ярса тунӑ пиҫиххи, ярапаллӑ, сарапаллӑ пиҫиххи, яркӑчлӑ
пиҫиххи, тӗвӗллӗ пиҫиххи, хӗрарӑм пиҫиххи, арҫын пиҫиххи, чӗн пиҫиххи, салтак пиҫиххи.

Саппун, саппан, саппон — /вырӑсла "фартук", "передник", арабла "забюн", "зипун" - куртка до колен, с рукавами из другого цвета/ - ума ҫакнӑ чӗр ҫитти, тумтир.
Пир — пусма саппун, тӗрӗллӗ саппун, пилӗк ҫине ҫакнӑ саппун, пуҫ ҫинчен тӑхӑнса мӑй ҫине ҫакнӑ, пилӗкрен ҫыхнӑ саппун, сӑран саппун, ӗҫ тумалли саппун, уява, вӑййа тухмалли саппун, кӗсселлӗ саппун, шурӑ саппун, улача саппун. Кут саппунӗ — саркӑч. /Саркӑч ҫинчен вулӑр/.
"Хӗрсем утӑ ҫулма тухса каяҫҫӗ Ума шурӑ саппун ҫыхса яраҫҫӗ".

/Юрӑ сӑмахӗсем/.

Сар, сарӑ, сарри, саркӑч — Вӑтам Ази енчен килнё тумтир, сӑмах. Пилӗк ҫине, ҫурӑм хыҫне, кут хыҫне, купарча ҫине ҫыхакан саппун, саркӑч. Саркӑч пилӗк кӗтеслӗ, аҫаланса, амаланса тӑракан икӗ хутлӑ пир лаппинчен ҫӗленӗ, тӗрленӗ, шӑрҫа сараписем ҫакнӑ, пиҫиххиллӗ кут ҫыххи, кут саппунӗ. Саркӑч ҫинчи тӗрӗсенче ытларах хӗрлӗпе сарӑ тӗс. Ваттисем саркӑч ҫинче хӗрарӑмӑн вӑрлӑх кӗлти ҫакӑнса тӑрать тенӗ. Тен ҫавӑнпа ӑна шӑрҫапа илемлетнӗ.

Ҫум ҫакки — пилӗкрен ҫыхса икӗ енне ҫакнӑ яркӑч. Ҫум ҫаккине тумтир ҫине ҫакаҫҫӗ. Сивӗ вӑхӑтра, хӗллехи тумтир айӗнче пулать. Яркӑч ҫинчен вулӑр.

Ҫытма, ҫыртма — йӗм. /Турккӑлла "сыкма" — узкие штаны/ ҫӑт тытӑнса, ҫыхӑнса тӑракан йӗм. Тӑвӑр тӑхӑнакан йӗм, аялти ҫытма ҫытма, ҫиелти ҫытма, кӑвак ҫытма, шурӑ ҫытма, ача-пӑча ҫытми, кутсӑр ҫытма, тӗпсӗр ҫытма, тӑлла ҫытма, сукна ҫытма.

Чӗр ҫитти — ума ҫыхакан тум. Умри кӗпе арки, саппун. Авал хӗрарӑмсем ҫуратакан вырӑна чӗр ҫитти ҫыхса тӑхӑнса, хупласа ҫӳренӗ темелле. Ватӑ асаннесен йӗммисем те кантраллӑ, ҫыхӑллӑ пулнӑ. Йӗмӗн пӗҫҫисем кӗске пулнӑ. Тен, ҫавӑнтан чӗрӗ вырӑна, ҫуратакан вырӑна хӳтӗлекен тумтир — чӗр ҫитти пулнӑ. Ун ҫинче тӑмха тӗрӗ паллисем те пулнӑ темелле. Аса илӗр, хӗрарӑм кӗпи ҫинчи чӗчӗ-кӑкӑр паллисем паянхи куна ҫитнӗ. Каярахпа темшӗн чӗр ҫитти вырӑнне саппун йӑлана кӗнӗ. Авалхи /тӗне кӗричченхи/ чӗр ҫиттисем сыхланса та юлман. Каҫарӑр, тата ҫакна ас тутарам. Те культура ҫитменрен, те ытла вӑтаннӑран, сӑпайлӑран хӗрарӑмӑн ҫуратакан вырӑнӗнчи авал палӑртнӑ ятсемпе, сӑмахӗсемпе паллаштармаҫҫӗ. Вӗсем эппи /юмӑҫ/ карчӑкӗсем хыҫҫӑн манӑҫа тухнӑ. Ҫавсене — хара, хыс, ама, ама тӗвви тата ытти сӑмаха — ятарлӑ пӗлу кӗнекинче те пулин ҫырса ӑнлантарса хӑвармалла.

Яркӑч — пилӗк ҫине, икӗ пӗҫ енне пиҫиххипе ҫыхса ҫакнӑ сарӑ ҫум ҫакки. Яркӑч ярапаллӑ, тӗрӗллӗ, шӑрҫаллӑ. Авал ҫулталӑк кунӗсене, уйӑхӗсене ярапаллӑ пиҫиххисем тӑрӑх, яркӑч ҫинчи тӗвӗ-шӑрҫасемпе шутланӑ тесе калаҫҫӗ. Кайран вӗсем тумтире илемлетекен япаласем пулса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
"Яркӑч тӗрри тӗшмӗшлӗ
Тӗшши-палли тухӑҫра
Кам ҫавна тупать
Асамҫӑ пулать
".

/Ялти ватӑсем каланинчен/.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-01-14 02:41:09 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4220 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем